Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ В литература музейӗнче «Диалог с писателем» (чӑв. Ҫыравҫӑпа диалог) ярӑмпа тӗлпулусем ирттереҫҫӗ. Вӗсене Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ.
Пӗрремӗш тӗлпулӑва ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Ун чухне хӑнана Шупашкарти 166-мӗш ача пахчинчи шӑпӑрлансене йыхравланӑ. Вӗсем Альбина Юрату поэтпа тӗл пулнӑ. Пӗчӗкскерсем валли музейҫӑсем «Чӑваш литературин тӗнчине ҫулҫӳрев» экскурси ирттернӗ.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Ордем Гали чӑваш ҫыравҫипе Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ 10-мӗш вӑтам шкулти 4-мӗш «И» тата «Б» класра вӗренекенсем тӗл пулнӑ.
Ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫленӗҫ.
Литература музейӗнче ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ачисемпе тата студентсемпе курнӑҫма Раиса Воробьевӑна, Лидия Филипповӑна, Зоя Сывлӑмпине, Улькка Эльменне чӗнме палӑртса хунӑ.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш Республикин Хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивӗнче «Реализация чувашского языка в XX в. — начале XXI в. в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре XX ӗмӗрте — XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш чӗлхине аталантарни) темӑпа урок иртӗ.
Урока интерактивлӑ лекци мелӗпе, электрон презентаци евӗр йӗркелӗҫ. Вӗренекенсене Чӑваш чӗлхи кунӗ, чӑваш ҫырулӑхне йӗркелес тата аталантарас енӗпе Иван Яковлев педагог-педагогӑн пӗлтерӗшӗ, Николай Ашмарин ӗҫӗ-хӗлӗ тата ытти кӑсӑклӑ нумай япала ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн хушма пӗлӳ паракан центрӗ ятарлӑ вӗрентӳ йӗркелеме йышӑннӑ. Специалистсене актёр ӑсталӑхӗ тата режиссура, халӑх художество пултарулӑхӗн, ӳнер теорийӗн, музыка пӗлӗвӗн кафедрисемпе пӗрле вӗрентӗҫ.
Ака уйӑхӗн 14 тата 15-мӗшӗсенче пьеса лартас ӑсталӑха вӗрентнӗ. Ака уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче чӑваш халӑхӗн декораципе прикладной пултарулӑхне хӑнӑхтӑрӗҫ. Ака уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче ачасемпе ҫамрӑксене чӑваш композиторӗсен хайлавӗсене вӗрентесси пирки калаҫӗҫ, ака уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенче — чӑваш ташши пирки.
«Чӑваш халӑх сайчӗ» Телеграм мессенджер валли ҫӗнӗ стикерсем кӑларнӑ. Вӗсемпе усӑ курас тесен ҫак каҫӑпа каҫма пулать: t.me/addstickers/ChuvashOrg
Хальлӗхе стикерсен йышӗ пысӑках мар. Унта пурӗ те ҫиччӗ кӑна. Ҫавах ҫывӑх вӑхӑтра вӗсен йышӗ ӳсӗ. Ытларах енӗпе час-часах усӑ курма кирлӗ смайликсем валли хатӗрлӗпӗр.
Аса илтеретпӗр: Телеграм валли хастар ҫынсем чӑвашла стикерсем унччен те хатӗрленӗччӗ. Вӗсенчен чи паллисем: Chuvash (пысӑк пакет; кунта тем тӗрлӗ чӑвашла саламсем те пур), chuvashia (илемлӗ стикерсем), Хамӑр ял (чӑваш эрешӗсемпе тунӑ стикерсем), Хавалики («Хавал» ӑсталанисем), Chuvashi (кунта пурӗ те 4 стикер кӑна, апла пулин те ку пакет чи малтанхи чӑвашла стикерсен йышне кӗрет).
Телеграм валли стикерсем хатӗрлеме йывӑрах мар. Ку ӗҫе @Stickers ботпа усӑ курса тума пулать. Ӳкерчӗксем (чи пысӑк калӑпӑшӗ: 512х512) хатӗрлемелле те ҫак ботпа усӑ курса пӗр-пӗр смайлик ҫумне ҫыпӑҫтармалла.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ тӑван чӑваш литературине 4-мӗш класра вӗрентмелли «Литература вулавӗ» вӗренӳ пособине хатӗрлесе ҫитернине пӗлтернӗ. Унӑн авторӗсем – В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова, Л.В. Николаева.
Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Литература вулавӗ» 5 пайран тӑрать, унта «Асран кайми ҫу кунӗсем», «Ачалӑх», «Чӑваш ҫӗр-шывӗ – тӑван ҫӗр-шыв», «Ҫут ҫанталӑк тӗнчи», «Сив хӗл ҫитрӗ», «Манӑн ҫемье», «Эпир – туслӑ ачасем» темӑсене кӗртнӗ».
Кӗнекере маларах тата хальтерех ҫырнӑ авторсен ӗҫӗсене кӗртнӗ. Ачасем, сӑмахран, Елен Нарпи, Альбина Юрату, Нина Пӑрчӑкан, Лидия Сарине, Ольга Туркай пултарулӑхӗпе паллашайӗҫ.
Ачасен ашшӗ-амӑшне, вӗрентекенсене ал ҫырӑвӗпе паллашма, сӗнӳсем пама ыйтнӑ. Ыйтусемпе сӗнӳсем пулсассӑн chrio4@rchuv.ru электрон адреспа ҫырса, 8 (8352) 45-99-96 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме май пур.
«Чӑваш чӗлхи кунне тата Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ентешӗсене халалласа» «Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп» акци иртӗ. Республикӑн Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акци ака уйӑхӗн 15-25-мӗшӗсенче пулӗ.
«Акцие чӑвашла калаҫакан кирек кам та хутшӑнма пултарать: чӑваш чӗлхи е Чӑваш Енӗн мухтавлӑ ентешӗсем ҫинчен сӑвӑ вуласа е юрӑ юрласа видео ҫине ӳкерсе илмелле те #эпӗчӑвашлакалаҫатӑп хештегпа «Контактра» хутшӑну тетелӗнчи «Чӑваш чӗлхи – чӗкеҫ чӗлхи», «Чӑваш наци конгресӗ» ушкӑнсене е Интернетри ытти хутшӑну тетелӗсене (социаллӑ сетьсене) вырнаҫтармалла», — ӑнлантарнӑ ЧР Вӗренӳ институтӗнче.
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2022» акцие ирттерме Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ текстсен конкурсне ирттерет.
Конкурса хутшӑнакансен материалсене https://forms.yandex.ru/ каҫӑпа ярса памалла. Кӑҫалхи текста тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ ентешӗсене халалласа ҫырмалла. Материлсене ака уйӑхӗн 18-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Текстра 130-150 сӑмах пулмалла.
Конкурса хутшӑннисене сертификатпа хавхалантарӗҫ, ҫӗнтерӳҫине вара «Халӑх шкулӗ» журнала ҫур ҫуллӑх тӳлевсӗр ҫырӑнса парӗҫ.
«Ютуб» видеохостингра «питӗ кӑсӑклӑ чӑвашла видеосен пуххипе» акӑлчанала паллаштарнӑ.
Рубрикӑна, ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, Муркаш районӗнче ҫуралнӑ Виктор Бычков чӑваш каччи йӗркеленӗ. Темиҫе ют чӗлхе пӗлекен маттур ҫамрӑк темиҫе ҫул каялла Турцине тухса кайнӑччӗ.
Топ-листа «Ютубра» чи пӑхакан чӑвашла видеосене кура хатӗрленӗ. Анонсра чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхи пулнине те палӑртса хӑварнӑ.
Тишкерӗве 2021 ҫулта вырнаҫтарнӑ видеосене кӗртнӗ. Вӑл материалсене вара 2019-2021 ҫулсенче ӳкерсе илнӗ.
Тишкерӗве вырӑсла тата акӑлчанла комментарисемпе пуянлатнӑ.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Тӑван чӗлхе вӑрттӑнлӑхӗсем» интернет олимпиада иртнӗ. Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «унта заявка панӑ 150 ҫынран тӗрлӗ сӑлтавсене пула пӗтӗмпе 109 учитель кӑна хутшӑннӑ».
Олимпиадӑна Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедри йӗркеленӗ. Тӗрӗслеве чӑваш чӗлхипе литературине тата тӑван ен культурине вӗрентекенсем хушшинче ирттернӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем тесе ҫак вӗрентекенсене палӑртнӑ: Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш шкулӗнчи Елена Максимова, Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӑкалӑхри Юлия Кошелева, Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулти Галина Васильева, Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пӑшъелӗнчи Светлана Никитина тата Ирина Матюшкина, Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи Ираида Фомина, Шупашкарти 49-мӗш вӑтам шкулти Вера Куракова.
Сӑвӑ хитре ҫырма пӗлекенсене «Чунтан саламласа» открытка авторӗ пулма сӗнеҫҫӗ. Асӑннӑ акцие Чӑваш наци музейӗ Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттерет.
Аса илтерер: ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑ кун, эпир Чӑваш чӗлхи кунне тивӗҫлипе уявлатпӑр. Ҫавна май наци музейӗ чӑвашла открытка валли салам сӑмахне сӑвӑлласа ҫырма сӗнет. Текст чӑвашла пулмалла. Саламлӑ сӑвӑра 8 йӗркерен ытла кирлӗ мар. Салама ҫуралнӑ кун, Амӑшӗн кунӗ тата туй кунӗ ячӗпе хатӗрлеме май пур.
Акцие 5 ҫултан пуҫласа 75 ҫул таранчченхисем хутшӑнма май параҫҫӗ. Шкул ачи-и вӑл е поэт-и — пурне те хапӑл тӑвӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |